Эпир ача чухне пушă вăхăта хамăр урамри тантăшсемпе вăйăсем выляса ирттернĕ. Мĕнле кăна вăйă шутласа кăларман пулĕ. Тĕрĕссипе каласан хамăра май савăнма пĕлнĕ. Вăл вăхăтра телевизор пулман. Çавăнпа та вăхăта урамра ирттерме тивнĕ.
Çуллахи вăхăтра ĕçсене ĕçлесе пĕтерме те май çукчĕ. Хĕллехи вăхăтра кăна канма вăхăчĕ тупăнатчĕ. Уроксене туса пĕтерсенех çунашкасене илсе çырма хĕррине ярăнма чупаттăмăр. Киле таврăнма васкаман. Мĕнле-ха пăрахатăн çак савăнăçлă ача ушкăнĕн вăхăтне.
Килелле вара çутăсем çутнă вăхăталла кăна таврăнаттăмăр. Урасенчи çăпатасем шăнса ларатчĕç. Аттепе анне çакна курсан пире савăнăçпа кĕтсе илместчĕç, хушăран ятланисем те пулнă. Çапах та пĕрле выляса ярăннин савăнăç хĕвелĕ пирĕн-шĕн хаклăрах пулнă.
Çу кунĕсем çитсен вара пушă та савăнăçлă вăхăтсем пулман теме те пулать. Аттепе анне пире валли çывăрса тăнă çĕре вăй çитнĕ таран пурнăçлама пултаракан ĕçсене хушсах тăнă. Шăрăх кунсенче ытти ачасемпе пĕрле шыва кĕме кайма вăхăчĕ те пулман. Пĕр ирхине анне хăй хулана каясси çинчен пĕлтерсе ĕç хушса хăварчĕ. Эпир вара пурте аннене мороженнăй илсе килме ыйтрăмăр. Пире, ачасене, çирĕппĕн: «Хушнă ĕçе тумасан ыйтнине илсе килместĕп», — терĕ. Мĕн тă-вăн, ача — ачах. Пуçларăмăр хушнă ĕçсене ăмăртса пурнăçлама.
Пахчана тухса çĕр улми йăранĕсене пĕр пек пайлăрăмăр та çум курăкран тасатма тытăнтăмăр. Пирĕншĕн мороженнăй яланах кĕтнĕ çимĕç пулнă, уншăн эпир темĕн тума та хатĕрччĕ. Анне хуларан килнĕ вăхăталла йăрансене мĕнле çумласа пĕтернине те сисмерĕмĕр. Çум курăкне пĕр çĕрелле пуçтарса тирпейлерĕмĕр.
Анне икĕ аллинчи хутаçне йăтса хапхаран килкартине кĕчĕ. Эпир те васкаса сĕтел хушшине вырнаçса лартăмăр, шантарнă мороженнăя кĕтме пуçларăмăр. Пире вăл илсе килетĕп тенĕ, эпир хамăр енчен хушса хăварнă ĕçсене пурнăçланă. Хутаçран туяннă япаласене кăларса пĕтерсен пирĕн енне çаврăнчĕ те: «Мороженнăй çук», — терĕ. Майри шăнса ларнă та пасара тухман иккен. Çакна пĕлсен пирĕн куçсем вĕри куççульпе тулчĕç. Ку хыпар пирĕншĕн уяр кунта аçа çапнăнах туйнăчĕ. Пурте сĕтел хушшинчен пуçсене усса кăмăлсăррн урамалла çул тытрăмăр. Пирĕн тăрăшса тата ăмăртса ĕçлени нимĕн вырăнне те пулмарĕ.
Урамра пире хамăр кÿршĕ ачи Ванюк кĕтсе илчĕ. Вăл çÿ- ллĕрех хыткан ачаччĕ. Пăхма ун çине питĕ тĕлĕнмелле, яланах кулнă сăнлă. Ăнланма йывăр, те савăнать, те кулать. Хăй тем пулнă евĕр çиçет те çиçет. Тÿрех нимĕн-ле те тавçăрса илме пултараймарăмăр. Унăн амăшĕ те пирĕн аннепе хулана кайнă пулнă иккен. Вăл хăйĕн юрат-нă ывăлĕ валли çутă калуш илсе килнĕ. Калушĕ çуллахи хĕвел çуттинче йăлтăртатса çеç тăрать. Вăт ку парне те парне!
Калушĕ утнă май тата ытларах çутатать. Эпир пурте Ванька тăхăннă çĕнĕ калушĕ çине ăмсанса пăхатпăр. Мĕн тăвăн, унăн çĕнĕ калуш пур. Вăл телейлĕ!
Пирĕн вăхăтра ĕнесене çитерме вăрмана çÿренĕ. Хамăра май унта та тунсăхласа тăма вăхăчĕ çукчĕ. Ĕнесем выртнă вăхăтра тĕрлĕрен вăйă выляттăмăр. Çитменнине тата вăрман патнелле çывхарнă май çумри ял хĕрĕсем пире тутăрсемпе сулсах кĕтсе илетчĕç. Мĕнле пысăк савăнăç пулнă пирĕншĕн кун пек кĕтсе илни. Вĕсем те пирĕн пекех ĕнисене çитерме вăрмана çÿретчĕç.
Пĕррехинче Ванька ир- ирех хăйĕн çĕнĕ калушне тăхăнса тухрĕ. Эпир нимĕнле те ăнланмастпăр сăлтавне. Вăл çĕнĕ калушне çумри ял хĕрĕсене кăтартасшăн иккен. Ялтан вăрман хĕррине çитме пĕр çухрăм ытларах пулать пулĕ. Тата çул çинче икĕ çырма урлă каçма тиветчĕ. Çырмисем типĕ пулман, çуллахи шăрăх кунсенче те урасене чиксе кăлармасăр каçса кайма çукчĕ. Ванька çĕнĕ калушне йĕпетмесĕр мĕнле каçать-ши?
Хăшĕ-пĕри çак çырмасем урлă ĕнисем çине утланса каçатчĕ. Манăн ĕне вара хă-йĕн çине утланса ларма ирĕк памастчĕ. Çакă вăл çамрăкрах пулнипе çыхăннă пулĕ. Пĕррехинче вăл апат çинĕ вăхăтра пусма çине хăпарса урана унăн çурăмĕ çине лектертĕм кăна, вăл сиккелеме пуçларĕ. Пусма çинчен аран анса тарса ĕлкĕртĕм. Вăт шелмĕ! Чутах пусма айне пулаттăм. Çапла вара ĕнене утлантарма хăнăхтарасси пулмарĕ. Юлташсен ĕнисем утлантаратчĕç.
Акă эпир çырма хĕррине çитсе тăтăмăр. Хăшĕсем ĕнисем çине утланчĕç, Ванька та йăлтăртатакан калушне йĕпетес мар тесе хăйсен ĕни çине хăпарса ларчĕ. Ĕни юри тенĕ пекех чăнкăрах вырăнтан анма пуçларĕ. Ĕне çурăмĕ лашаннинчен сарлакарах пулнăран пирĕн юлташ çырма варринчи лачакаллă вырăнта персе анчĕ. Чутах ĕни айне пулмарĕ тата. Эпир пурте хăраса кайрăмăр. Çарран калушне хывса каçнă пулсан кун пек пулса тухмастчĕ.
Хайхи Ванька пуçларĕ макăрма, нимĕнле те лăплантараймастпăр. Макăрма чарăнсан çутă калушне çуса тасатрăмăр та малалла уттартăмăр. Вăрман хĕрринче пире никам та кĕтсе илекен пулмарĕ. Хĕрсем ĕнисене вăл кун урăх вырăна çитерме илсе кайнă пулнă. Ванькан çутă калушне хĕрсене кăтартма май килмарĕ. Çакăнпа вĕçленчĕ çутă калуш мыскари. Çав ачалăх саманчĕсене паянхи кун та ырăпа тата ăшă кулăпа аса илетĕп.
Виталий МИХАЙЛОВ,
Янкăлч сали

