Çĕнĕ Шупашкарта 10 çулти ача путса вилнĕ.
Инкек çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче каçхине пулнă. Арçын ача Атăлта, шыва кĕмен вырăнта, чăмпăлтатнă. Унăн виллине водолаз çыранран инçех мар тупнă.
Ку – çулталăк пуçланнăранпа ача шывра путса вилнĕ иккĕмĕш тĕслĕх. Асăрхануллăрах пуласчĕ, ачасене тимлĕхрен çухатас марччĕ. Уйрăмах – каникул вăхăтĕнче.

