Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Иккĕмĕш Хурамалпа Çĕнĕ Шуртан несĕлĕсем ăçта пурăннă-ши?

Иккĕмĕш Хурамалпа Çĕнĕ Шуртан несĕлĕсем ăçта пурăннă-ши?

Канаш районĕн «Централизованная клубная система» сайчĕ 2024 çулхи 3-мĕш августра Иккĕмĕш Хурамал 315 çул тултарнă ятпа ял кунне ирттернине пĕлтерет. Апла пулсан Иккĕмĕш Хурамал 1709 çулта никĕсленме пуçланă. Анчах та унта хăнасем енчен камсем пулнă пирки нимех те çырман. Амăш ялĕнчен те никамах та пулман пулмалла е тата амăш ялне пĕлмеççĕ пулсан кама чĕнес. 

Чăваш энциклопедийĕ çинче ку ял пирки çапла çырнă. Текстне кĕскетсе çыртăм.

«Вторые Хормалы, Хурамал – деревня в Канаш. р-не, Новочелкасин. сел. поселения. Расположена на берегах р. Поштанарка. Историч. названия: Хоромось, Хоромаст, Вторая Хормала. Жители – чуваши. В составе Шердан. волости Чебоксар. у. в 18 в. Число дворов и жителей: в 1719–23 – 60 муж.* 1761–67 – 121 муж.».

Цифрисене урлă-пирлĕ çырнă пулсан та кунта тĕрĕс мар çырнă тесе нимех те калас çук. Анчах та эпĕ малалла пĕртак хушса анчах çырасшăн. Сăмахран, 1717 çулта ялта 26 кил пулнă. Унта 40 арçын, 44 хĕрарăм пурăннă. Вĕсен шутĕнче пилĕк çула çитмен 7 арçын ача тата 8 хĕрача пулнă. Иккĕмĕш халăх перепиçĕ тăрăх 1747 çулта ялта тĕне кĕмен 114 арçын тата çавăн чухлех хĕрарăм пурăннă.

1717 çулта Шупашкар уесĕн Шуртан вулăсри Иккĕмĕш Хурамалта 26 кил пулнă пулсассăн вăл çав вăхăтра пысăк ял шутланнă. Тата çав перепиç тăрăх Шуртан вулăсĕнче Пĕрремĕш Хурмал пулнă. Мĕншĕн ун пек ятпа çырнă? Ялтан выççелкки уйăрăлса тухсассăн тата выççелккин çĕнĕ ячĕ тухиччен амăш ячĕпех çырнă. Анчах та çухалса каймалла ан пултăр тесе амăш ялне пĕрремĕш е унăн выççелккисене иккĕмĕш е выççелккисем тата пулсассăн виççĕмĕш, тăваттăмĕш тесе çырнă. Çапла вара хальхи Иккĕмĕш Хурамалăн амăш ялĕ Йĕпреç районĕнчи Хурмал сали пулать.

Малалла «Канаш ен» хаçатăн юлташĕсене паллă историкăн тата академикăн В.Д. Димитриевăн Хурамал çинчен çырнă шухăшĕсемпе паллаштарасшăн.

«12 мая 1625 году чебоксарский воевода Н.П. Лихарев выдал владенную выпись сотнику Шерданской волости Чебоксарского уезда чувашскому князю Темею Тенякову, служилому тархану Янбулату Айбичееву, старостам Янгиву Яндугееву «с товарыщи» и рядовым чувашам всей Шерданской волости на владение за оброк пашней и сенокосами на Исеевом поле по речке Малой Аутле (ныне в Ибресинском районе). Вблизи современной деревни Большое Князь-Теняково Чебоксарского района в первой четверти XVII в. была расположена д. Хорамалы. Выходцами из этой деревни была основана д. Хормалы (ныне Ибресинского района), которая продолжала числиться в Шерданской же волости Чебоксарского уезда. Крестьяне-чуваши долгое время пользовались Исеевым полем «наездом». Позднее сюда переселилось несколько дворов из д. Хорамалы в результате чего образовалась д. Малые Хорамалы (Кармалы) ныне Ибресинского района. Однако вскоре в этой деревне обосновалось значительное количество мордовских крестьян-переселенцев. В настоящее время в д. Малые Кармалы проживает мордовское население».

Ĕлĕкхи документ 1625 çулта Шупашкар уесĕнчи Шуртан вулăсĕн хуçи князь Темей Теняков пулнине пĕлтерет. Унăн ашшĕ князь Теняк Хусан ханстви пулнă чухнех çуралнă. Князĕн тĕп ялĕ Шупашкар районĕнчи Большое Князь-Теняково пулать. Ку текстра та ăнланмасăр тата суя çырнисене куратăп. Сăмахран, «Вблизи современной  деревни Большое Князь-Теняково Чебоксарского района в первой четверти XVII в. была расположена д. Хорамалы». Ĕлĕ-кех чăваш ялĕ пулнă пулсан вăл паянхи кун та пулмалла. Анчах та кунта Большое Князь-Теняково патĕнче Хормалы пач çухалнă та тепĕр вырăнта шăтса тухнă. Ку хыпарсем миçемĕш çулта пулса иртме пултарнине те çырман. Мĕншĕн кунта тĕрĕс мар çырнине малалла вуласан курăр. Малалла çапла çырнă: «Крестьяне-чуваши долгое время пользовались Исеевым полем «наездом». Хăш енчен килсе çÿренĕ-ши «наездом»? Шупашкар патĕнчен «наездом» Исеево уйне çитме пĕр енне 100 çухрăм ытла е каялла çитме тата çавăн чÿхлĕ. Кайса килме анчах вăхăчĕ эрне ытла кирлĕ. Ун пек сулланса çÿрени усăллă пулнă-ши? Анчах та малалли авалхи хутсем Исеево уйри çĕрсемпе Чăваш Çармăспа (д. Кубня) Пĕрремĕш Хурамалти чăвашсем усă курнине пĕлтереççĕ. 1725 çулта Пĕрремĕш Хурамал енчен Исеево уйри çĕрсен хуçи е асли Вершила Иванов пулнă. Вăл çав вăхăтра Пĕрремĕш Хурамалăн Кĕçĕн Хурамал выççелккине те йĕркелеме пуçланă. Çав икĕ чăваш ялĕ хушшинче Исеево уйри çĕрсемшĕн пĕрмаях тавлашу тухнă. Вырăс патши патне те жалобăсем çырнă. Эпĕ шутланă тăрăх, 1625 çулта Йĕпреç районĕнчи Хурамал ялĕ пулнă. Исеево уйри çĕрĕсемпе вĕсем тÿрех усă курма пуçланă. Чăваш Çармăспа Хурамал сали хушшинче тÿртен 15 çухрăм пулать. Тата çавна пĕлмелле. 1625 çулта Шупашкар воеводи Шуртан вулăс- ри чăвашсене Исеево уйри çĕрсене вырăсла «под оброк» панă. Чăвашсем çĕрпе усă курнăшăн ĕлĕк ытларах икĕ тĕрлĕ налук тÿленĕ. Пĕрисем «ясак» е теприсем «оброк». Ясашная чувашская земля термин ĕлĕкех чăваш ялĕсен пулнă çĕрне пĕлтернĕ. Уншăн вырăс патшалăхĕ ясак тÿлемелли сакун йышăннă. Ясак пирки ытти калавсенче час-часах çырнăччĕ. Нумай çĕрсем усăсăр выртнă. Çавăн пек çĕрсене вырăс патшалăхĕ хăйĕн шутне кĕртнĕ. Чăвашсене ялти çĕр çитмен пулсассăн вĕсене патшалăх тепĕр вырăнта хăйĕн çĕрне арендăна панă. Патшалăх çĕрĕпе усă курнăшăн çулталăкра пĕрре палăртнă укçа тÿлемелле тунă. Вăтамран, кашни теççетиншĕн пĕр тенкĕ. Вырăсла кун пек йĕркене «оброк» тенĕ. Обрука тÿлеме пăрахрăн пулсассăн патшалăх çав çĕрне каялла турса илме пултарнă е çĕр лаптăкне чакарнă. Малалла кам тÿлеме пултарнă çав çынсене панă. Ясак çĕрне ун пек туртса илме саккун пулман. Мĕншĕн тесен вырăсла «исконные чувашские земли не подлежали изъятию в пользу государства». Чă- вашсем вырăс патшалăхĕпе пĕрлешиччен 1551 çулта вырăс патшине Иван Грозныйне услови лартнă. Чăваш ялĕсен çĕрĕсем ĕмĕрĕпех чăвашăн пулмалла тенĕ. Иван Грозный чăвашсемпе килĕшнĕ.

Пĕрремĕш Хурамалти чăвашсем Исеево уйри çĕрĕсене малтан ăнлантарса панă сăлтавĕсемпе пăрахнă пулмалла. Пĕрремĕш Хурамалсем вăл çĕрсене пăрахса кайсассăнах патшалăх çав çĕрсенех арендăна мордвасене панă. Халĕ Ирçе Çармăс ятлă ялĕ Йĕпреç районне кĕрет.      

Иккĕмĕш Хурамалăн амăш ялĕ Хурамал сали пулнăшăн унăн историне ирĕксĕрех аяк-ран пуçлама лекрĕ.

1861 çулта вырăс патши Иккĕмĕш Александр хăйĕн указĕпе крепостла правăна пăрахăçланă. Ун хыççăн ялти обществăн çĕрĕсене тепĕр хут виçсе çĕр хучĕ- сене çĕнĕрен йышăннă. Çав çĕнĕ хутсем тăрăх Иккĕмĕш Хурамалта тата унăн пулнă выççелкки Шуртанпа (халĕ Кивĕ Шуртан Вăрнар районĕн- че) пĕрле 1862 çулта кил-картипе анкарти вырăнĕнче 51,5 теççетин пулнă. Çак çĕр хакне çав çулсенче патшалăх 96 тенкĕ 65 пуса лартнă, Сухаламалли  çĕре 880,1 теççетин  шута илнĕ. Вĕсен хакĕ патшалăх саккунĕ тăрăх 981 тенкĕ 17 пуса ларнă. Утă çулмалли çĕр шучĕ 84,4 теççетин пулнă. Çав çĕрĕн хакĕ 37 тенкĕ 27 пуса ларнă. Пĕтĕмпе 1016 теççетин çĕр хакне 1115 тенкĕ те 9 пуса лартнă. Вăтамран пĕр теççетинĕ пĕр тенкĕ те 10 пус пулнă. 

1861 çулччен Иккĕмĕш Хурамал Çĕнĕ Мами вулăсĕн- че шутланса тăнă. Ун хыççăн Сител вулăсне уçсан çав çĕнĕ вулăса кĕртнĕ. Ĕлĕкех вĕсен Поштанарка юхан шыв çинче шыв арманĕ пулнă.

1790 çулсем пуçламăшĕн- че ÿкернĕ Çĕрпÿ уесĕн картти çинче Иккĕмĕш Хурамалăн выççелккине Шуртана палăрт- нă. Халĕ Кивĕ Шуртан ялĕ Вăрнар районне кĕрет.

Хам ĕçленĕ чухне ĕçре пĕр илемлĕ Совет Союзĕ пулнă патшалăхĕнче çуралнă  хĕрарăмпа паллашрăм. Вăл Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шуртан ялĕнчен. Вара унран çапла ыйтрăм.

— Сирĕн ваттисем хальхи вырăна ăçтан куçса килнĕ?

— Кивĕ Шуртанран, — терĕ.

Тата малалла çавна çырса пĕлтересшĕн. Интернетра «как краевед «состарил» Новые Шорданы» калав тупрăм. Эпĕ ăнланнă тăрăх, çав калава «Советская Чувашия» хаçатра 2013 çулхи сентябрь уйăхĕнчи 5-мĕш кунне çаптарса кăларнă. Унта ял пирки вырăсла çапла çырнă:

«В Канашском районе 104 деревни. Одна из них, Новые Шорданы, приютилась на границе трех районов – Канашского, Ибресинского и Вурнарского. Любопытно, что 10 лет назад новошорданцы отметили 110-летие деревни, а нынче гуляли 155-ый день рождения. В чем причина? Выпускник ЧГПУ Геннадий Андреев долго изучал в районном и республиканском архивах истоки своей малой родины. Поиски дали результат: оказывается, первый переселенец облюбовал пригорок на опушке леса еще в 1858 году».

Кунта кам тĕрĕс е тĕрĕс мар çырнине ăнлантарса парасшăн. Чăваш энциклопедийĕнче Çĕнĕ Шуртан пирки çапла çырнă.

«Новые Шорданы, Çĕнĕ Шуртан – деревня в Канаш. р-не, Янглич. сел. поселения. Историч. название – Ново-Шордан. В 19 в. околоток д. Вторые Хормалы. Жители – чуваши.  В составе Шихазанов. волости Цивил. у. в 19 в. – 1927. Число дворов и жителей: в 1858 [вместе с деревнями Вторые Хормалы и Шорданы (ныне д. Старые Шорданы)] – 303 муж., 309 жен.* 1897 – 36 муж., 34 жен. Автор: Ф.Н. Козлов».

Вĕçĕ çитес номерте

Александр СТЕКЛОВ,

«Сказание о чувашах»

 трилоги авторĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *