Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > «Йăла-йĕркепе тумсем çинчен» курав уçăлнă

«Йăла-йĕркепе тумсем çинчен» курав уçăлнă

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче «Йăла-йĕркепе тумсем çинчен» картинăсен куравĕ уçăлнă. 

Курава уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, телеертÿçĕ тата Пĕтĕм Раççейри «Союз женщин России» обществопа патшалăх организацийĕн председателĕ Мария Ситтель, Чăваш Рес- публикин культура министрĕ Светлана Каликова, Чăваш Енри «Союз женщин России» общество организацийĕн председателĕ Наталья Николаева хутшăннă.

«Кунта музей собранийĕнчи çĕре яхăн ĕçе курава тăратнă. Картинăсем, сăнсем тата сюжетсем урлă пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем мĕнле пурăннине, мĕнле ĕç тунине, уявсене еплерех туса ирттернине курма пулать», — палăртнă Светлана Каликова министр.

Экспозицире çурхи ĕç уявне Акатуя тата ытти уявăн йăли-йĕркине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Тĕрлĕ ăрури ÿнер ăстисем «ниме» темине кашни хăйне евĕр тата тĕрлĕрен уçса панă. Пĕр-пĕрне пулăшас йĕркене чăвашсем ĕмĕрсем хушши çирĕп тытса пынă, çакă вĕсене общинăна сыхласа хăварма тата çывăх çыннисене пулăшу кÿме май панă.

«Йăла-йĕркепе тумсем çинчен» курав Чă-ваш патшалăх ÿнер музейĕнче авăн уйăхĕн 6-мĕшĕччен ĕçлĕ. Унти пуян экспозиципе курса паллашма васкăр.  

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *