«Ниме — халăх бюджечĕ» программа ял-салан сăн-сăпатне улăштарма пулăшать.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă программăпа килĕшÿллĕн çынсем тăван тăрăхне аталантарма пултараççĕ. Кăçал республикăри ялсенче тĕллевлĕ программăпа 1533 проект пурнăçа кĕрет. Вĕсенчен ытларахăшĕ çул юсассипе, кану вырăнĕсене хăтлăлатассипе тата ыттипе çыхăннă.
Канаш тăрăхĕнче пурăнакансем кăçал пурнăçа кĕртмелли 102 проекта палăртнă. Кашни тĕлĕшĕпех ĕçсене пуçăннă та ĕнтĕ. Вĕсем еплерех пурнăçа кĕрсе пынине округ администрацийĕнче çирĕп контроллесе тăраççĕ, вырăна «Единая Россия» партин «Народный контроль» хастарĕсем те тăтăшах çитсе килеççĕ. Округ пуçлăхĕ Валерий Чернов та Канаш тăрăхĕнче халăх пуçарăвĕ çинче çĕкленкен объектсене пысăк тимлĕх уйăрать.
Анат Вăрманялта, сăмахран, шыва кĕмелли сăваплă вырăн тăваççĕ. Купеле ятарлă çар операцийĕн паттăрĕн Серафим Николаевăн ятне асра тытса йĕркелеççĕ. Астăвăм ăрусен чĕрисенче упранни — пысăк пĕлтерĕшлĕ.

