Четверг, 16 июля, 2026
Главная > Публикации > Пĕтĕм чӑвашсен Акатуйĕ иртнĕ

Пĕтĕм чӑвашсен Акатуйĕ иртнĕ


Пĕтĕм чӑвашсен Акатуйĕ кӑҫал Шупашкар округĕнчи Чӑрӑшкасси ялĕ ҫывӑхĕнчи илемлĕ те пысӑк уҫланкӑра иртнĕ.
Уява пултарулӑх ушкӑнĕсем республикӑн тĕрлĕ кĕтесĕнчен кӑна мар, тĕрлĕ регионтан та килнĕ. Рес- публикӑри театрсем сцена ҫинче авалхи Акатуй йӑли-йĕркине кӑтартнӑ. Унтан пурте пĕрле «Алран кайми аки-сухи» юрланӑ, вӑйӑ картине тӑнӑ.
Уява пухӑннисене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Республика кунĕ тата Акатуй ячĕпе ӑшшӑн саламланӑ.
Авалхи йӑла-йĕркене хальхи пурнӑҫпа пĕлсе ҫыхӑнтарни, ҫĕнĕлĕхсем хушни – Акатуйӑн хӑйне евĕрлĕхĕ. Ҫапла вара, Пĕтĕм чӑвашсен 14-мĕш Акатуйĕ чӑн-чӑн туслӑх уявĕ пулса тӑнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *