Республика кунӗнче Чӑваш Енре «Шаг к здоровью» проект ӗҫлеме пуҫланӑ.
Шупашкарта, сӑмахран, шур халатлисем халӑха Анне Монуменчӗ тата Чӑваш тӗррин музейӗ ҫывӑхӗнче йышӑннӑ. Хӑйсен сывлӑхне ҫынсем 11 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен тӗрӗслеттерме пултарнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе куҫса ҫӳрекен медицина пункчӗсем регион тӑрӑх ҫу каҫипех ҫӳрӗҫ.
Палаткӑсенче юн илеҫҫӗ, чӗре, ытти орган ӗҫне тӗпчесе пӗлеҫҫӗ. Шала кайнӑ чирсене палӑртсан малалла тарӑнрах тӗрӗсленме сӗнеҫҫӗ.
Проекта «Единая Россия» парти витӗмӗпе татах та анлӑлатнӑ.

