Республика кунӗнче Шупашкар округӗнче тӗрлӗ объект хута кайнӑ. Вӑл шутра Кӳкеҫри нумай ӗҫ тӑвакан ҫемье социаллӑ центрӗ те пур.
Аслӑ ӑрурисем кунта финанс пӗлӗвне тарӑнлатӗҫ, ӑсталӑх урокӗсене ҫӳрӗҫ. Хамӑр салтаксене пулӑшассипе пӗрле пухӑнма та юрӑхлӑ ку лапам.
Центр ачаллӑ ҫемьесемшӗн те усӑллӑ. Амӑшӗсӗм ӗҫпе ҫӳренӗ чух ывӑл-хӗрне кунта 3-4 сехетлӗх хӑварма пултараҫҫӗ. Пепке валли вӑхӑтлӑх тӗрлӗ япала тӳлевсӗр илме май пурри те – пысӑк пулӑшу. Ача кӳмми, ҫунашка, вырӑн таврашӗ… Пӗчӗккине кирли йӑлтах пур.

