Воскресенье, 12 июля, 2026
Главная > Публикации > Ултав серепине лекнӗ

Ултав серепине лекнӗ


Канашра пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑм «Кӑнтӑр Корейӑри савнине» ӗненсе ӑна ҫур миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ.
Хӗрарӑм унпа интернетра паллашнӑ. Хайхи арҫын ӑна парне ярса панине каланӑ, анчах посылка таможня витер тухайман-мӗн, ҫавӑнпа куншӑн пошлина тӳлемелле. Кун валли вара долларсене тенкӗ ҫине куҫарма хушнӑ, вӑл каланӑ счет ҫине хумаллине ӗнентернӗ.
Ҫапла хӗрарӑм ҫав палламан арҫынна 531 пин тенкӗ куҫарса панӑ. 471 пин тенки – хӑй пухнӑ укҫа, ыттине – кивҫен илнӗ. Анчах куҫарса панӑ хыҫҫӑн хайхи арҫын пач ҫухалнӑ. Ултав серепине лекнӗ хӗрарӑмӑн полицие кайма тивнӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *