Чӑваш патшалăх филармонийӗнче «Эпӗ – ҫӗнӗ ӑру хӗрарӑмӗ» форум иртнӗ. Унта республикăри 600 ытла хӗрарӑм хутшăннӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республика кунӗпе саламланӑ май ҫулсерен юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ял хӗрарӑмӗн кунне уявласси ҫинчен хушу алӑ пуснине пӗлтернӗ.
Форумра республика аталанӑвӗшӗн тӑрӑшса ӗҫленисене, профессире палӑрнисене хисеп, тав хучӗсемпе чысланӑ.
Уява пухӑннисем Мускаври «Ниоткуда с любовью» музыкӑллӑ спектакле курса савӑннӑ, артистсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тунӑ.

