Чăваш Ен Правительствин членĕсем республикăри шкулсенче пыракан тĕплĕ юсав ĕçĕсене тăтăшах мониторинг тăваççĕ.
Владимир Степанов вице-премьер палăртнă тăрăх, кăçал юсав ĕçĕсем харăсах 38 объектра иртеççĕ, вĕсенчен 18-шĕ Шупашкар хулинче вырнаçнă.
Çак ĕçсене контроллесе тăма шкул директорĕсемпе, ашшĕ- амăшĕн комитечĕсемпе, депутатсемпе тата общество канашĕн членĕсемпе хутшăнмалли ятарлă системăна йĕркелесе янă. Мониторинг туса ирттернĕ хыççăн хăш-пĕр подрядчиксем конкретлă лапамсенче хăйсем çине илнĕ тивĕçе кирлĕ пек пурнăçласа пыманни çинчен сигнал килнĕ.
Çак лару-тăрăва татса пама уçă диалог мелĕпе республика шайĕнчи канашлу йĕркеленĕ, унта директорсене, подрядчиксене тата пĕрлехи саккас службин представителĕсене йыхравланă. Çакăн евĕр тĕлпулусене кашни уйăхрах туса ирттереççĕ, вăл кашни объектпа çыхăннă ыйтусене вăхăтра пăхса тухма тата ĕç йĕркине тухăçлăрах йĕркелеме май парать.
Хальхи вăхăт тĕлне республикăри объектсен вăтам хатĕр-лĕхĕ 41 процент ыталарах кăтартупа танлашать. Канашлура подрядлă организацисене ĕçсен хăвăртлăхне ÿстерме чĕнсе каланă, рабочисем сроксене еплерех пăхăнса ĕçленине Чăваш Енĕн Строительство министерствипе пĕрлехи саккас служби пăхса тĕрĕслесе тăрĕç.
Вырăнти лару-тăрăва тĕплĕн- рех хак парас тĕллевпе яваплă комисси çак эрнере хăш-пĕр шкула çитсе юсав ĕçĕсемпе паллашĕ.

