Воскресенье, 12 июля, 2026
Главная > Публикации > Шăхасанта çĕнĕ поликлиника уçăлнă

Шăхасанта çĕнĕ поликлиника уçăлнă

Кĕçнерникун Шăхасан салинче нумай профильлĕ çĕнĕ поликлиника ĕçлеме пуçланă. Ăна уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.

Тăватă хутлă медицина учрежденийĕ Канаш тăрăхĕнче пурăнакан 31236 çыннăн сывлăхне пăхса тĕрĕслесе тăрĕ. Çак йышран 26909-шĕ — аслисем, 4327-шĕ — ачасем. Аса илтеретпĕр, çак поликлиникăна «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хута янă. Вăл ялта пурăнакансене хамăр тăрăхрах пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илме май парĕ.

Пĕр сменăра Шăхасанти поликлиника 500 пациента йышăнма пултарĕ, вĕсенчен 100-шĕ — кĕçĕн çулхисем. Медицина çуртĕнче лифтсем вырнаçтарнă, вĕсем хăйсем тĕллĕн çÿреймен тата ватăсем валли питĕ меллĕ.

Поликлиникăра медицина пулăшăвĕ илме килнĕ çынсемшĕн те, тухтăрсемшĕн те пĕтĕм услови туса панă. Кĕтмелли зонăсем, ирĕк холлсем, çĕнĕ сĕ-тел-пуканпа тивĕçтернĕ çутă кабинетсем. Çынсене участокри терапевтсемпе педиатрсем, невролог, хирург, офтальмолог, оториноларинголог, уролог тата ытти специалистсем йышăнаççĕ. Пациентсен сывлăхне цифра технологийĕпе ĕçлекен çĕнĕ йышши оборудованипе тĕрĕслеççĕ. Канаш тăрăхĕнче пуçласа компьютер томографĕ вырнаçтарнă. Çак çĕнĕ аппаратсем рака тата ытти чире малтанхи тапхăрта тупса палăртма пулăшаççĕ.

Çĕнĕ поликлиника пациентсене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ панипе пĕрлех тĕрлĕрен чир-чĕр профилактикипе тата çынсем хушшинче сывă пурнăç йĕркине тытса пырас йĕркене пропагандăлассипе те çине тăрса ĕçлĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *