Раççейри пукане ăсталакансен ĕçĕсене Шупашкарта курма пулать. Вĕсене «Атăл çинчи телей» арт-галерейăра вырнаçтарнă.
Куравра пукане ăсталакансен ĕçĕсем кăна мар, тĕрлĕ халăх çи-пуçĕ те, алка-вăчăра та. Вĕсене тĕрлĕ регионтан – Калининградран пуçласа Якути таран – илсе килнĕ. Хăшне-пĕрне ятарлă фотозонăра тăхăнса курма та май пур.
Экспозицисемпе çулла вĕçĕччен паллашма пулать.

