Ҫурла уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче Чӑваш Енре ҫырла фестивалӗ иртӗ.
Пӗрремӗш кунхине вӑл Шупашкарти «Пехет» агромаркетра пулӗ. Тепӗр кунхине фестиваль хӑнисем Шупашкар районӗнчи Хыркасси патӗнчи питомникре пухӑнӗҫ.
Ҫырла фестивалӗнче «Пахчаҫӑ моди 2.0» конкурс та иртӗ. Ял хуҫалӑх министерстви пурне те унта ҫемьепе хутшӑнма чӗнет. Фестивале пахчаҫӑсен хӑйне евӗр тумсемпе килмелле, йӑрансен хушшинче те илемлӗ ҫӳреме май пуррине кӑтартмалла.
Конкурса вара пӗччен те, ҫемьепе те хушӑнма пулать.

