Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай ача амӑшӗ Вера Майорова «Анне» палла тивӗҫнӗ.
Верӑпа Сергей 4 хӗрпе 1 ывӑл ӳстереҫҫӗ. Майо- ровсем тӗрлӗ конкурсра палӑрнӑ: «Ҫемьепе» фестиваль лауреачӗ пулнӑ, «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурсӑн муниципалитет тапхӑрӗнче «Пултарулӑх ҫемйи» номинацире тата «Чӑваш Енри ҫемье» Пӗтӗм Раҫҫейри ҫемье туризмӗн фестивалӗнче ҫӗнтернӗ.
Вера пултарулӑх валли те вӑхӑт тупать: чӑвашла сӑвӑсем тата юрӑсем ҫырать, «Теветкел» фольклор ансамбльне ҫӳрет.

