Иртнӗ канмалли кунсенче 7 ҫынна ҫӗлен сӑхнӑ.
Тухтӑрсенчен Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш округӗсенче пурӑнакансем пулӑшу ыйтнӑ.
Сӑмахран, 70 ҫулти арҫынна ҫӗлен утӑ пуҫтарнӑ вӑхӑтра сӑхнӑ. 79 ҫулти хӗрарӑм – садра, 30 ҫулти хӗрарӑм уҫланкӑра ҫырла пуҫтарнӑ чухне шар курнӑ.
Специалистсем аса илтереҫҫӗ: вӑрмана е хире кайсан асӑрхануллӑ пулмалла.

