Пятница, 17 июля, 2026
Главная > Публикации > Атӑл ҫине самолётсем аннӑ

Атӑл ҫине самолётсем аннӑ


Юнкун Шупашкарта амфиби самолётсем Атӑл ҫине анса ларнӑ.
Ку асра юлмалли пулӑм Шупашкарти юхан шыв порчӗ патӗнче пулса иртнӗ. Амфиби-самолётсене хулара иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри «Река» форум пулнӑ май курма май килнӗ.
Форум ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен иртнӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри форумра ҫӗршывра шыв транспортне аталантарас ыйтӑва тишкернӗ. Унта патшалӑхӑн влаҫӗнче тата бизнесра ӗҫлекенсем пухӑнса отраслӗн тӗп ыйтӑвӗсене тата унӑн малашлӑхне сӳтсе явнӑ. Форум Чӑваш академи драма театрӗнче иртнӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *