Трактор тӑвакансен культура керменӗнче вакансисен Пӗтӗм Раҫҫейри ярмӑркки иртнӗ. Унта 30 предприяти, 12 вӗрентӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ.
Вӗсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, вакансисемпе паллаштарнӑ. Мероприятире уйрӑмах ҫамрӑксем хастар пулнӑ. Паян- ыран специалист дипломне илекенскерсем ӗҫ паракансемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулса калаҫнӑ. Кунашкал ярмӑрккӑсем Ҫӗнӗ Шупашкарта, 21 округри кадрсен центрӗсенче те иртнӗ.

