Понедельник, 20 июля, 2026
Главная > Публикации > Варкăшçăсемпе хавхалануçăсем – литература пикникĕнче

Варкăшçăсемпе хавхалануçăсем – литература пикникĕнче


Чăваш Республикин Наци библиотеки çумĕнчи «Варкăш» литература клубне çӳрекенсем çулталăк тăршшĕпех чăваш çыравçисен кĕнекисене вуласа сӳтсе яваççĕ. 2023 çултанпа вара çĕртме уйăхĕнче варкăшçăсем литература пикникĕ ирттереççĕ те икĕ уйăхлăха каникула каяççĕ. Кăçал та ку йăларан пăрăнас темерĕç – çанталăк çиллĕ те сулхăн пулнине пăхмасăр вулавăш картишĕнче пуçтарăнчĕç. Хальхинче вĕсемпе пĕрле поэзие юратакансен «Хавхалану» клубĕн хастарĕсем те пулчĕç.
«Чăваш кĕнеки» центрĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе ешĕл лапам чăн-чăн уяв шилĕкне çаврăнчĕ тесен те юрать. Кукăль-икерчи, пылак çимĕçĕ, улми-çырли сĕтел ури авăнмалăх та пур. Хăнисем савăк кăмăллă, кашниех юрă-сăвă хатĕрлесе килнĕ. Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакан Ирĕк Килтĕш (Валерий Краснов) ӳнерçĕ тата сăвăç, пĕлтĕрхи пекех, литература улахĕнчен юлас мар тесе ирхи виççĕре тăрса тухнă ялтан. Ун яланхи çулташĕ те юлташĕ – гитара. Тĕлпулăва Валерий Алексеевич «Варкăш» литература клубĕн гимнĕпе уçрĕ: хăй çырса кĕвĕленĕ мухтав юррине гитара каласа шăрантарчĕ. Варкăшçăсемпе хавхалануçăсем те пĕрле юрларĕç. Ирĕк Килтĕшĕн «Така вăрçи», «Çăкăр – ылтăн пек» юррисене вара тарăн шухăшлăн итлесе ларчĕç.
Поэтсемпе прозаиксем, редакторсемпе библиотекарьсем, артистсемпе юрăçсем вăйă картине те тăчĕç, чăваш халăх сăмахлăхне аса илчĕç. Альбина Юрату поэт, сакăр çĕр ытла юрă тексчĕн авторĕ, «Тăван ял», «Санпа сывлатăп» сăввисене янраттарчĕ. Нина Изедеркина çырнă сăвăсемпе те композиторсем чылай юрă кĕвĕленĕ, пикникра вăл хăйĕн пĕрремĕш сăввине («Астумастăп…») тата «Этем…» хайлавне вуларĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Надежда Кириллова тата Юлия Дмитриева педагог чăваш халăх юррисене шăрантарчĕç. Галина Кĕмĕл сăвăç çамрăклăх ытамне путма хистерĕ. Лидия Сарине пĕрре ачалăх темине, тепре юрату лирикине тимлĕх уйăрчĕ. Ольга Австрийская «Сунăм» хайлавĕпе паллаштарчĕ.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Кириллов тăрăшнипе пухăннисем Çĕрпӳ пасарĕнче пулса курчĕç тесен те тĕрĕс – вăл Николай Шелепин «Çĕрпӳ пасарĕ» поэмине хăпартлансах вуларĕ. Шӳтлĕ самантсенче ахăлтатсах кулчĕç улахçăсем. Республика кунĕ çыв- харса килнĕ май Чăваш кĕнеке издательствин директорĕн – тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова Александр Алкан «Юрататăп сана, çĕрĕм-шывăм…» сăввипе килентерчĕ.
Пикникра, паллах, варкăшçăсемпе хавхалануçăсем тутлă апат-çимĕçпе сăйланчĕç, чей ĕçсе ăшăнчĕç. Ирĕк Килтĕшпе пĕрле паянхи яла «çитсе» чăваш рок-н-ролĕпе ташларĕç. Çумăр вĕтĕртетни те хăратмарĕ. Уяв вĕçĕнче пурте тепĕр хут вăйă картине тăрса çаврăнчĕç.
Ольга ИВАНОВА
Автор сăн ӳкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *