Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 24-мĕш
номерте
Кунта пĕрремĕш предложенине тĕрĕс çырнă. Ытти хыпарĕсене вара Ф.Н. Козлов ăçтан тупса çырнине пĕлместĕп. Кĕскен каласан веç суя.
1858 çулта Раççей патшалăхĕ 10-мĕш халăх перепиçне ирттернĕ. Çав перепиç манăн архивра та пур. Анчах та унта Çĕнĕ Шуртан пирки нимех те çырман. 1880 çулта ÿкернĕ Хусан кĕпернин военно-топографи картти çинче те Çĕнĕ Шуртана палăртман.
Çĕнĕ Шуртан текстне Чăваш энциклопедийĕн виççĕмĕш томне кĕртнĕ. Кĕнекине вара 2009 çулта кăларнă е «как краевед «состарил» Новые Шорданы» статйи «Советская Чувашия» хаçатра 2013 çулта тухнă. Малалла, эпĕ ăнланнă тăрăх, «выпускник ЧГПУ» Геннадий Андреев 1858 çулне Чăваш энциклопедийĕнчен çырса илнĕ. «Первый переселенец облюбовал пригорок на опушке леса еще в 1858 году» предложенинче йăнăш çырни çук. Тата çав предложенинче 1858 çул вырăнне, сăмахран, 1820 çул лартсан йăнăш пулмасть. Мĕншĕн тесен тата ĕлĕкех лайăх вырăна пăхса çÿреме никам та чарман. Анчах яла никĕслени тепĕр майлă сăлтав.
Ялти учительсем Виталий Кузьмичпа Ирина Владимировна Дмитриевсем 1998 çулта Çĕнĕ Шуртан ялĕ 110 çул тултарнă ятпа ял кунне ирттернĕ. Вĕсен шухăшĕсем тĕрĕсрех пулнă тесе каласшăн. Ун пек пулсан Кивĕ Шуртан 1888 çулта никĕсленме пуçланă.
Анчах та çав çулсене тĕрĕслес тесе Шупашкарти ĕлĕкхи хутсен управне кайса шырарăм. Нумай хутсене вуламалла пулчĕ. Управне çÿрени усăллă пулчĕ тесе шутлатăп тата ĕлĕкхи сыхланса юлнă документсем çавна пĕлтерчĕç. 1893 çулта Сител вулăсĕн пуçлăхĕ Çĕрпÿ усне ялсемпе халăх пурлăхĕсем çинчен сведенисем панă. Çав çулта Иккĕмĕш Хурамалта 96 кил пулнă, 264 арçын тата 228 хĕрарăм пурăннă. Иккĕмĕш Хурамалăн çÿл-ти касра Шуртанта 80 кил пулнă, 202 арçын тата 193 хĕрарăм пурăннă. Шуртанăн çĕнĕ Шуртан выççелккинче 5 кил пулнă 18 арçын тата 17 хĕрарăм пурăннă. (ГИА ЧР. Ф. 519. ОП.1. Д. 519). Ун хыççăн 1895 çулта ÿкернĕ Çĕрпÿ уесĕн картти пур. Унта вара Татмăшсенчен инçе мар вырăсла Шордан ялне те кăтартнă.
1893 çулччен пулса иртнĕ хыпарсем хушшинче Çĕнĕ Шуртана аса илнине курмарăм.
Хамăрăн авалхи несĕлсене хисеп- лесе ял уявĕсене ирттерни питĕ пархатарлă. Анчах та 1858 çулта Çĕнĕ Шуртан ялĕ пулман пулсассăн 2013 çулта е 155 çул каялла никĕсленĕ пек ял празникĕнче кама хисепленĕ-ши?
Тата малалла Хурамал е вырăсла Хормал сăмахĕ мĕне пĕлтернине ăнлантарса парасшăн. Сăмахран, «Словарь топономических названий и терминов Чувашии» кĕнекен авторĕ- сем Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ Вĕрентекенĕ (2005) И.С. Дубановпа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ, филологика ăслăлĕхĕсен докторĕ Ю.Н. Исаев, эпĕ ăнланнă тăрăх, В.С. Разумов çине шанса, Хурамал сăмаха çапла ăнлантарса параççĕ: „Название по преобладающим породам деревьев, произрастающих в этих краях: чув. Хурамал «вязовая деревня».
Чăваш энциклопедийĕнче В.С. Разумов пирки çапла çырнă: «Разумов Виктор Семенович (1894, д. Сеткасы Ядрин. у, (ныне Ядрин. р-на) – 1965, там же) – преподаватель, фольклорист. Окончил Казан. церковно-учител. школу (1913), Казан. педагогич. институт (1920). Работал учителем в Красночет. (1920–25), Канаш. (1925–34), Батырев. педагогич. техникумах…».
Чăвашла-вырăсла словарь çинче те çавăн пекех вырăсла «Хурамал. Название села Хормалы Ибресинского района* названия селения Вязовые» ăнлантарса панă. Ку словарĕн тĕп авторĕ лингвист, филологи аслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор Михаил Иванович Скворцов (1933-2016) пулнă. Вăл Иккĕмĕш Хурамал ялĕнче çуралса ÿснĕ.
Çак паллă ученăйсем Хурамал сăмахĕ мĕне пĕлтернине пĕлес тесе хăйсене майлă çăмăл çул тупнă. Хурамал ятĕнче „хурама“ йывăç е вырăсла „вяз“, сăмахĕ кĕрсе ларнăшăн ял ячĕ çав сăмахран тухнă тесе ăнлантараççĕ. Анчах та чăвашсем „вяз“ йывăçа „хурама“ теççĕ пулсан та ял ячĕ вара Хурама мар Хурамал ятлă. Вырăсларах Хормал тесе çырнă.
Эпĕ астăвасса хурама йывăçран асаттепе атте лаша хатĕрĕ валли пĕке тăватчĕç. Малтан ăна мунча хутас умĕн чĕрĕ чухне мĕн чул кирлĕ çавăн чÿхлĕ авнă та пуçĕсенчен кантрапа туртса çыхса лартнă. Мунча хутсан вара мунча вĕри чулĕ çинче, хурами каялла тапса ан тÿрлентĕр тесе, пĕçертсе типĕтнĕ. Çавăн пек тунă хыççăн хурама хăйне майлă хытса çирĕпленсе ларнă. Çакăн хыççăн çĕрме те пĕлмен.
Хурамал сăмахĕ мĕне пĕлтернине пĕлес пулсассăн чи малтан ял ячĕ мĕн ятлă пулнине пĕлмелле. Тĕрĕс-рех çырнă сăмахĕ е ячĕ Хормал пулать. Кунта вырăс алфавитĕнче чă-ваш „ă“ сасси пулманшăн ун вырăннĕ вырăс „о“ сасне çырнă. Çапла вара чи малтан ял ячĕ Хăрмал пулнă е вырăс межевайсем Хормал тесе çырнă.
Хальхи Хурамал сали 17-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче вырăсларах Елеб ятлă пĕчĕк юхан шыв пуçламăшĕнче вырнăçнă. Вырăс межевейсем ăна речка Мертвая ятпа çырнă. Унăн тăршшĕ 10 çухрăм патнелла. Шывĕсем Хум юхан шыва юхса тухаççĕ. Вĕçĕнче Хумри-Ишек ялĕ ларать. Çуллахи шăрăх тата типĕ çанталăксенче çырми типсе ларнă е тепĕр майлă хăрнă тенĕ. Чăваш Республикинче Хăр е Хор сăмахпа çыхăннă ялсем самаях пур. Ку сăмахсене вырăсла куçарсан „засохшая речка“ пулать е вырăс межевикĕсем Мертвая тесе çырнă. Хормал çÿмĕнче тата „мал“ сăмахĕ пур. Ăна тепĕр майлă „ен“, „енĕ“ тата „вырăн“ е вырăсла „сторона“, „передняя сторона“ тесе ăнланмалла. Ялĕ типсе ларнă çырма пуçĕнче вырнаçнăшăн кÿршĕсем кĕскен ăна Хăрмал тенĕ. Хальхи Хурамал ячĕ халăх çемçетсе е меллĕ каланă сăмах пулать.
Вырăсла речка Мертвая е чăваш сăмахне вырăсларах çырнă речка Елеб чăваш сăмахĕнчен тухнă ятсем. 2026 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Канаш ен» хаçатра Шальтямпа Урюм ялĕсем çинчен калав çаптарса кăларнăччĕ. Унта Урюм юхан шыв ячĕ чăваш Вăрăм юхан шыв ячĕнчен „в“ сассине юри çухатса кăларнă çĕнĕ ят пулса тăнă. Канаш районĕнче Ухман сали пур. Унăн ячĕ çумри Лухман ятлă юхан шывран тухнă. Кунта та „л“ сас паллине юри çухатнă хыççăн çĕнĕлле Ухман ял ячĕ тухнă. Тепĕр чухне вăрман сăмаха вырăсларах урман тесе çырнă. Пĕчĕк юхан шывĕн Мертвая ятне чăвашла куçарсассăн тепĕр майлă вилнĕ е вилĕ çырма сăмахĕ тухать. „Умирающая речка“ – „вилекен çырма“, „вилекен юхан шыв“ е „вилеп“. Çапла вара. Ку сăмахсем пур те пĕр-пĕринпе çыхăннăскерсем. Çакăнта „вилнĕ“ „вилекен“ е „вилеп“ сăмахсенче „в“ саспаллине юри çухат-
нă пек туйăнать. Ун хыççăн вара пĕчĕк юхан шывăн çĕнĕ ят Елеб тухнă. Тата çавна ăнланмалла. Аса илнĕ калаçусем пулса иртни 400 çул ытла.
Шуртан ячĕ ĕлĕкех амăш Иккĕмĕш Хурамал ялĕ чи малтан Шуртан вулăсĕнче пулнăшăн ял ятне вулăс ячĕпе çырăнма килĕшнĕ. Шуртан сăмахĕ ватă Иван Грозный вăхăтĕнчех тухнă ят. Ун пек çывăхри сăмахсем Тутар Республикинче Ширдан ялĕ. Иордан юхан шывра Йăванĕ çĕнĕ турă пуçламăш саккунĕсем йĕркипе Христоса шыва кĕртнĕ. Иорданпа Ширдан ячĕсем мĕне пĕлтернине паянхи кунта пĕлмеççĕ. Эпĕ те пĕртак тăхтас терĕм. Шуртан сăмахĕ мĕне пĕлтернине Кивĕ Шуртан историне çырнă чухне ăнлантарса парăп.
Хурамал сали тымарĕнчен тухнă Иккĕмĕш Хурамалпа Çĕнĕ Шуртан ялĕсен историйĕсем кĕскен çапла пулса тухрĕç.
Александр СТЕКЛОВ,
„Сказание о чувашах“
трилоги авторĕ

