Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Мас-рестлинг енĕпе тупăшса палăрнă

Мас-рестлинг енĕпе тупăшса палăрнă

Республика кунĕнче Шупашкар тăрăхĕнчи Чăрăшкасси ялĕ çывăхĕнчи илемлĕ лапамра Пĕтĕм Чăвашсен Акатуйĕ иртнĕ. Унта ытти уяв мероприятийĕпе пĕрлех мас-рестлинг енĕпе регионсем хушшинчи ăмăртăва та йĕркеленĕ.

Помост çине Чăваш Енĕн тĕрлĕ округĕнче пурăнакан чи ăста 40 ытла спортсмен тухнă. Ăмăртăва çавăн пекех пирĕн тăрăхри вĕренÿ заведенийсенче вĕренекен ют çĕршыв (Сири, Египет, Пакистан…) студенчĕ- сем те хутшăннă. 

Çак хĕрÿ тупăшура Хучел шкулĕнче вĕренекен Ева тата Есения Алексеевасем пысăк çитĕнÿпе палăрнă. Ăмăртусене вĕсене ăста тренер Виктор Федоров ха- тĕрлет. Ева Шупашкар тăрăхĕнчен ылтăн медальпе таврăннă, Есения вара — кĕмĕл медальпе. Пултаруллă пикесене çак çитĕнÿпе саламлатпăр, малашне те лайăх кăтартусем тума ăнăçу сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *