Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Пилӗк ҫулти хӗрачана ҫӑлнӑ

Пилӗк ҫулти хӗрачана ҫӑлнӑ


Канаш хулинче пушарнӑйсем пилӗк ҫулти хӗрачана ҫӑлнӑ. Ку инкек, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, каҫхине пулнӑ.
Хӗвелтухӑҫ микрорайонӗнче 5 хутлӑ ҫурт хваттерӗнче пушар тухнӑ – унта япала типӗтекен машина ҫунма тытӑннӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ лавккана кайнӑ, машинӑна вара сӳнтерсе хӑварман.
Ҫулӑм мачча, стенасем тата япаласем ҫине куҫнӑ. Килте вара пилӗк ҫулти хӗрача пӗчченех пулнӑ. Амӑшӗ ӑна пӗрле илсе кайман, хӑварнӑ.
Тӗтӗм тухнине курсан пушарнӑйсене кӳршисем чӗннӗ. Вӗсем вырӑна ҫитсен хваттер алӑкне ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ, пӗчӗк хӗрачана тӗтӗм ӑшӗнчен илсе тухнӑ. Ҫав самант тӗлне ача сӗрӗмпе наркӑмӑшланса тӑнне ҫухатнӑ. Вӑйлах аптӑранӑскере Шупашкар хулинчи пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *