Пятница, 17 июля, 2026
Главная > Публикации > Пĕрлехи пĕлтерĕшлĕ проект пурнăçланать

Пĕрлехи пĕлтерĕшлĕ проект пурнăçланать

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Ниме — халăх бюджечĕ» программа ялсемпе хуласен сăн-сăпатне улăштарма пулăшать.

Нумаях пулмасть Канаш хулинче асăннă программа пулăшнипе Мускав урамĕнчи автоçула юсама пуçланă. Хальхи вăхăт тĕлне çул-йĕр ĕçченĕсем юсама палăртнă лаптăкăн 125 метрне йĕркене кĕртнĕ.

Юсав ĕçĕсене пурнăçланă чухне рабочисем çĕре якатса тикĕсленĕ, хăйăр тата вакă чул сарса çирплетнĕ, çурхи шыв-шура кăларса яма 6 метрлă пăрăх хунă, çул сийне вĕри асфальт сарса якатнă. 

Çак сула сарса якатас тĕлĕшпе вырăнта пурăнакансем хăйсем пуçарупа тухнă. Активистсем кÿршĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнă, унтан кирлĕ документсене хатĕрлесе çитернĕ, каярахпа сасăлава хастар хутшăннă. Çавна май пĕлтерĕшлĕ проекта ĕçе кĕртмешкĕн патшалăх пулăшăвне тивĕçме пултарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *