Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ сезона вырӑсла спектакльпе хупнӑ. Куракансен умне утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Денискины рассказы» ача-пӑча камитне хатӗрлесе кӑларнӑ.
93-мӗш театр сезонне хупма суйласа илнӗ ӗҫ – совет саманинчи ача-пӑча литературин классики. Денис Кораблев ятлӑ арҫын ача ҫинчен Виктор Драгунский драматург алӑ ҫул каялла ҫырнӑ.
Спектакле лартакан режиссёр, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Дмитрий Михайлов пӗлернӗ тӑрӑх, вӑл икӗ ӑрӑва танлаштарса пӑхас тенӗ.

