Хаçатра Республика кунĕнче «Шаг к здоровью» проект ĕçлеме тытăнни çинчен пĕлтернĕ-ччĕ. Унпа килĕшÿллĕн тухтăрсем нумаях пулмасть Вырăскас Пикших ялне çитсе килнĕ. Районти тĕп больницăн куçса çÿрекен пунктĕнче çав кун пĕтĕмпе 131 çын хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарнă.
Медицина ĕçченĕсем палаткăсенче пациентсен юнне илнĕ, чĕре тата ытти орган ĕçне тĕпченĕ. Шала кайнă чирсене тупса палăртсассăн вара тарăнрах тĕрĕсленме сип-лев учрежденине пыма сĕннĕ.
Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче куçса çÿрекен медицина пункчĕ Чулкăмака ялĕнче ĕçленĕ, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Вăтапуç салинче çынсене йышăннă. Хăйсен сывлăхне çынсем ирхине тăхăр сехетрен пуçласа кăнтăрла иртни икĕ сехетчен тĕрĕслеттерме пултарнă.
Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче тухтăрсем ятарлă графикпа килĕшÿллĕн Пайкилт ялĕнче пулĕç. Медицина ĕçченĕсем хăйсем сирĕн пата вырăна тухса çÿренĕ чухне сывлăхăра тĕрĕслеттермесĕр ан юлăр.

