Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев топливо енĕпе оперштабăн ларăвне ирттернĕ.
Регион ертÿçи палăртнă тăрăх, хальхи вăхăт тĕлне топливо енĕпе лару тăру çăмăлах мар, анчах та ăна контроллеме пулать. Çав вăхăтрах аграри предприятийĕсене, медицина учрежденийĕсене, çăлав службисемпе пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ ытти организацисене топливăпа туллин тивĕçтернĕ.
Апла пулин те ахаль çынсем енчен пысăк спрос пулни палăрать, çакă АЗСсенче черетсем туса ярать. Çавна май топливăна вăхăтлăха канистрсене сутма чарнă.
Олег Николаев заправка станцийĕсен ĕçне тата вĕсенче топливо наличине пĕлтерекен информацие оперативлă йĕркелеме задача лартнă. Правокацисемпе фейксене сирсе ярас тĕллевпе йĕрке хуралçисемпе тачă çыхăнса ĕçлĕç. Хаксене ÿстерсе янă фактсене тупса палăртсассăн ФАС представителĕсемпе пĕрле тĕрĕслев ирттерĕç.

