Канаш округӗнчи Муллавар ялӗнче пурӑнакан Петровсем пӗрлешнӗренпе 65 ҫул ҫитнӗ.
Геннадий Петровичпа Нина Маркеловнӑн ҫак кунсенче хӑна-вӗрле пухма харӑсах икӗ сӑлтав пулнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, вӗсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ. Иккӗмӗшӗнчен, ҫемье пуҫӗ Геннадий Петрович 90 ҫул тултарнӑ.
Петровсем – ялти хисеплӗ ҫемье, вӗсем ялта пуриншӗн те тӗслӗх. Мӑшӑр 6 ача ҫуратса вӗсене ура ҫине тӑратнӑ. Паянхи кун вара сумлӑ ватӑсене 13 мӑнукӗ тата 6 кӗҫӗн мӑнукӗ савӑнтараҫҫӗ.
Ҫакна та палӑртмалла: Петровсем иккӗшӗ те – ӗҫ ветеранӗсем. Нина Маркеловна вара «Амӑшӗн мухтавӗ» ордена та тивӗҫнӗ.
Туй тунӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ май Петровсене округри ЗАГС пайне чыслама чӗннӗ.

