Вӑрмар округӗнче питбайкер аварире вилнӗ.
Инкек «Энӗш – Урнар – Саруй» ҫул ҫинче ҫӗрле пулнӑ. 31 ҫулти арҫын ҫулпа пынӑ чухне ҫаврӑнса ӳкнӗ. Вӑл шлемсӑр пулнӑ. Ӑна Канашри больницӑна илсе ҫитернӗ, анчах, шел те, вӑл каярахпа унта тӑна кӗмесӗрех вилнӗ.

