Канаш хулинче Социаллă фондăн клиент службинче аслă ÿсĕмри ентешсемпе тĕллевлĕ калаçу ирттернĕ. Специалистсем вĕсене ултавçăсен серепине лекессинчен хÿтĕленме пулăшакан усăллă сĕнÿ-канаш панă.
Çак тĕлпулу трансляцине харăсах регионти аслă ÿсĕмри çынсен 17 канашлу центрĕнче йĕркеленĕ. Тĕллевлĕ занятине 300 ытла çын хутшăннă, вĕсенчен 100-шĕ клиент службине хăйсем пынă, ыттисем лекторие видео çыхăну мелĕпе пăхнă.
Мероприятире ултавçăсен час-часах усă куракан схемисене пăхса тухнă, çĕнĕ мелĕсем çинчен каласа кăтартнă. Çынсем çакнашкал калаçусем питĕ усăллă пулнине палăртнă.
Аса илтеретпĕр, çак ĕç Чăваш Ен Правительствипе республикăн Шалти ĕçсен министерстви хушшинче тунă соглашенипе килĕшÿллĕн пулса пырать.

