Суббота, 11 июля, 2026
Главная > Публикации > Уяв концерчĕ иртнĕ

Уяв концерчĕ иртнĕ

Çамрăксен кунне халалласа Канаш тăрăхĕнче савăнăçлă концерт иртнĕ. Мероприяти куракансене йышлăн пуçтарнă, кашнине хавас кăмăл парнеленĕ.

Çамрăксене уявпа Канаш тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Чернов саламланă, округ аталанăвне пысăк тÿ-пе хывакан хастарсене тав тунă, çĕнĕ тата курăмлă çитĕнÿсем тума ăнăçу суннă. Волонтер ĕçĕнче палăрнисене вара наградăсем парса чысланă.

Сцена çине «Фабрика звезд» проектăн финалисчĕ Михаил Гребенщиков тухнă. Раççей юрăçин пултарулăхне канашсем хапăл туса йышăннă, тăвăллăн алă çупса саламланă. Наталия Гранта скрипка çинче выляни те куракансен кăмăлне тыткăна илнĕ. Уява килнисене «Артистика» пултарулăх академине çÿрекен çамрăк артистсем те хăйсен номерĕсемпе тĕлĕнтерме пултарнă.

Уяв каçĕ тÿпене илемлĕ çутăсем капăр сăн кĕртнипе вĕçленнĕ. Куракансем Çамрăксен кунне халалланă концерта тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттернине палăртнă. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *