Шăматкун Канаш хулин тĕп лапамĕпе капăр тум тăхăннă выпускниксем утнă. Вĕсене шкултан вĕренсе тухнă ятпа саламлама, ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем, тус-тантăшĕ тата пĕлĕшĕсем пысăк йышпа килнĕ пулнă.
Палăртса хăварар, уява Канаш тăрăхĕнчи 25 шкултан вĕренсе тухакан 334 выпускник хутшăннă. Вĕсенчен 119-шĕ шкулти вĕренÿ тапхăрне тĕрлĕ шайри медальсемпе тата уйрăм паллăсемпе вĕçленĕ.
Хулан тĕп лапамĕнче выпускниксене округ пуçлăхĕ Валерий Чернов, депутатсен пухăвĕн председателĕ Олег Савчук, вĕренÿ управлени- йĕн ертÿçи Наталия Суркова тата ытти хăнасем саламланă. Чи пултаруллă çамрăксене курăмлă çитĕнÿсемшĕн чысланă хыççăн ĕнерхи шкул ачисем пуçтарăннисене анлă флешмоб кăтартса тĕлĕнтернĕ. Пултарулăх номерĕ хатĕрленĕ чухне выпускниксен ашшĕ-амăшĕ те айккинче юлман.
Уяв «Спасибо вам, учителя» вокал номерĕ- пе тата Ĕмĕр сÿнми çулăм умне чечек хунипе вĕçленнĕ.

