Шупашкар хулинче хӑрушсӑрлӑх системисене ҫирӗплетес ӗҫ малалла пырать: ҫӗнӗ сирена комплексӗсем, бетон хӳтлӗхсем вырнаҫтараҫҫӗ. Кун пирки Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, нумаях пулмасть Николаев тата Афанасьев урамӗсенче сирена комплексне вырнаҫтарнӑ. Иртнӗ эрнере хулара ултӑ бетон хӳтлӗх лартнӑ. Аса илтеретпӗр: вӗсем Хӗрлӗ тӳремре, «Андриян Николаев космонавт урамӗ», «Таможня», «Хула ҫум автовокзалӗ» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче тата кӳлмекре Анне хӳтӗлевҫӗ палӑкӗ умӗнче вырнаҫнӑ.
Станислав Трофимов хыпарланӑ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне хулара пӗтӗмпе 21 бетон хӳтлӗх лартнӑ. Ҫитес вӑхӑтра тепӗр икӗ бетон хӳтлӗх вырнаҫтарма палӑртнӑ.

