Суббота, 11 июля, 2026
Главная > Публикации > Черетлĕ фура çула тухнă

Черетлĕ фура çула тухнă

Канаш тăрăхĕнчен ятарлă çар операцийĕ иртекен вырăна гуманитари пулăшăвĕ тиенĕ черетлĕ фура çула тухнă.

Салтаксем валли кирлĕ хатĕрсене «Шихазаны», «Поддержка Нашим Воинам-Героям Российской Федерации», «Потолочники Чувашии», «Чувашский полк», «Домашняя кухня» волонтерсен ушкăнĕсем тата Ухман салипе Пĕршенер ялĕнче пурăнакансем пĕр туслă йыша пĕрлешсе пуçтарса панă.

Йывăр тиевлĕ транспорт прицепне вĕсем металл, медикаментсем, турăшсем, строительство хатĕрĕсем, апат-çимĕç, йăла предмечĕсем, шыв, лимонад, маскировка сеткисем тата ОСБ панелĕ- сем тиесе тултарнă. Волонтерсен ушкăнĕсен ертÿçисем кунне-çĕрне пĕлмесĕр маскировка сеткисем çыхакан хастарсене тата гуманитари пулăшăвĕ тиеме пулăшакан çамрăк «тимуровецсене» тав сăмахĕ калаççĕ. Вĕсем пур ĕçе те хăйсем — чун-чĕре ыйтнипе пурнăçласа пыраççĕ.

Пĕрлĕхре — вăй! Пĕрле чухне эпир пур йывăрлăха та çĕнтерме пултаратпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *