Чӑваш Енри чи лайӑх повара палӑртнӑ. Вӑл – Алексей Шугуров.
Алексей Етӗрне хулинчи «Вишенка» кафере бренд-шефра 20 ҫул вӑй хурать. Ӑна республика шайӗнчи конкурсра пӗрремӗш вырӑна тухнӑшӑн 100 пин тенкӗ панӑ. Алексей Чӑваш Республикин чысне федераци тапхӑрӗнче хӳтӗлӗ. Вӑл Вологда хулинче иртӗ. Унта пирӗн ентеш 1 миллион тенкӗшӗн кӗрешӗ.
Республика конкурсӗнче иккӗмӗш вырӑна тата 60 пин тенке «Сушистик» суши-кафере ӗҫлекен повар Евгений Николаев тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара – Шупашкар хулинчи «Багратиони» ресторанта ӗҫлекен Антон Захаров. Ӑна куншӑн 40 пин тенкӗ парса хавхалантарнӑ.

