Воскресенье, 12 июля, 2026
Главная > Публикации > Чăваш Ен Атăлăн транспортпа çыхăннă майĕсемпе туллин усă курма тăрăшать

Чăваш Ен Атăлăн транспортпа çыхăннă майĕсемпе туллин усă курма тăрăшать


Шупашкарта çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри «Юхан шыв» форум ĕçленĕ.
Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче унăн тĕп мероприятийĕ – пĕрлехи «Фарватер 2050: юхан шыв çÿревĕн экономики» дискусси – иртнĕ. Ӑна уҫнӑ май Раççей Федерацийĕн транспорт министрĕ Андрей Никитин юхан шывсем Раççей экономикин кăшкарне йĕркеленине палăртнă, çакна цифрăсемпе çирĕплетнĕ. Çĕршывра халăхăн 80 проценчĕ юхан шывсен çыранĕсем çинче пурăнать, шалти пĕтĕмĕшле продуктăн 90 проценчĕ унта йĕркеленет. Раççей шалти шыв çулĕсен 101,5 пин километр тăсăлакан тăршшĕпе тĕнчере иккĕмĕш вырăнта – çак пуянлăхпа вара туллин усă курмалла.
Çак самантсем, паллах, Чăваш Ене те пырса тивеççĕ. Чăваш Рес- публикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Ен Атăлăн транспортпа çыхăннă майĕсемпе туллин усă курма тăрăшнине çирĕплетнĕ. Андрей Никитин шучĕпе, Чăваш Енре ку енĕпе уçăмлă концепци пур, çавăнпа форум валли шăпах Шупашкара суйласа илни те ăнсăртран мар.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *