Чӑваш Енре биологи тата географи предмечӗсемпе ирттернӗ Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче те чи нумай балл пухакансем пулнӑ. Экзаменсенче палӑрнӑ ҫамрӑксем пирки Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов хӑйӗн «Максри» каналӗнче пӗлтернӗ.
Шупашкарта вӗсем – виҫҫӗн. 44-мӗш лицейри Роман Степанов географипе 100 балл пухнӑ. 2-мӗш лицей вара икӗ ҫамрӑкпа мухтанма пултарать. Иккӗшӗ те биологипе 100 балл илнӗ. Вӗсем – Анна Александрова тата Никита Ермошкин.

