Ҫӗнӗ Шупашкарта ашшӗпе ывӑлӗ шыва путса вилнӗ. Инкек утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Ашшӗпе ывӑлӗ шыва кӗме юраман вырӑнта пулнӑ иккен. Вӗсем шыв патне анакан бетон сарнӑ вырӑнта пулнӑ.
Инкек вырӑнне ҫӑлавҫӑсем ҫийӗнчех пырса ҫитнӗ. Водолаз арҫын ача виллине тӳрех тупнӑ, анчах унӑн ашшӗне тӳрех тупма май килмен, кӑштахран ӑна та асӑрахнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те ҫипуҫпа пулнӑ.
Ҫапла вара пӗр киле пӗр кунта калама ҫук икӗ пысӑк хуйхӑ пырса ҫапнӑ.

