Утӑ уйӑхӗнче ҫемье ҫавӑракансем нихҫанхинчен йышлӑ.
Юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службинче палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри ЗАГСсем ҫак уйӑха 800 ытла заявлени йышӑннӑ. Пуринчен ытла ҫамрӑксем 7,8,17-мӗшӗсенче ҫырӑнма кӑмӑл тунӑ.
Сӑмах май, 26.06.2026 кунхине республикӑра 180 ытла ҫӗн ҫемье чӑмӑртаннӑ.

