Четверг, 13 августа, 2026
Главная > Публикации > Филипповсен çемйи пысăк хисепе тивĕçнĕ

Филипповсен çемйи пысăк хисепе тивĕçнĕ

Çемье, юату тата шанчăклăх кунĕнче Шаккăл ялĕнче пурăнакан Филипповсен туслă çемйине «Юратупа шанчăклăхшăн» медаль парса чысланă.

Кăçал çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Виталий Филипповичпа Елена Андреевна çемье çавăрнăранпа 61 çул çитнĕ. Телейлĕ мăшăр икĕ ывăлпа икĕ хĕрне пурнăç парнеленĕ, çитĕнтерсе çын тунă. Паянхи кун сумлă ватăсем пилĕк мăнукĕпе тата çичĕ кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ.

Филипповсен çемйи ял-хулари ытти пур çемьешĕн те тĕслĕх вырăнĕнче. Вĕсем çемье традицийĕсене çирĕп тытса пыраççĕ, аслисене хисеплеççĕ, кирек мĕнле ĕçрен те пăрăнмаççĕ. Ачисене тĕрĕс воспитани панăшăн пĕрре мар хисеп хучĕсемпе тав сăмахĕсене тивĕçнĕ.

Виталий Филипповичăн ĕç стажĕ 1960 çулта пуçланнă. Кайран çамрăкăн салтака кайма ят тухнă. Çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă хыççăн ĕнерхи салтак «Советская Чувашия» колхоза шофер пулса вырнаçнă. Виталий Филиппович паянхи кун та алă усса лармасть, ял территорийĕнчи общество ĕçĕсене хастар хутшăнать, субботниксене тухать.

Елена Андреевна чи малтан Иваново облаçĕнчи Южа хулинче çĕвĕç пулса ĕленĕ. 1973 çулта «Советская Чувашия» колхоза рабочи пулса вырнаçнă. Каярах Канашри РАЙПО лавккинче техслужащи пулса ĕçленĕ. Вăл та мăшăрĕ пекех общество ĕçĕнче пысăк хастарлăхпа палăрать.

Аслă хĕрĕ Светлана, 1966 çулта çуралнăскер, Улатăрти совхоз техникумран вĕренсе тухнă. Ĕмĕр тăршшĕпех алла илнĕ специальноçпа ĕçленĕ, халĕ — тивĕçлĕ канура. Унăн пĕтĕм ĕçĕ бухгалтерипе çыхăннă пулнă. Икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Асли Канашри холодильниксем тăвакан «АРКТО» заводра вăй хурать, кĕçĕнни йĕрке хуралĕнче следователь пулса ĕçлет.

 Филипповсен тепĕр хĕрĕ Надежда 1969 çулта çуралнă, вăл медицина енĕпе кайнă. Хальхи вăхăтра травматологипе ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче медицина сестри пулса тимлет. Çемьеллĕ, ывăл çитĕнтернĕ. Вăл Шупашкарта — аслă следователь.

 Ывăлĕ Евгений 1972 çулта çуралнă, вăл отставкăри майор. Канашри РОВДра ĕçленĕ. Çемьеллĕ, икĕ ывăл çитĕн-тернĕ. Асли Чăваш Енĕн «СУВАР Росгвардире» тăрăшать, кĕçĕнни шкулта вĕренет.

Кĕçĕн ывăлĕ Сергей 1974 çулта çут тĕнчене килнĕ. Спортпа туслă каччă Олимп резервĕн шкулĕнче вĕреннĕ. Ирĕклĕ мелпе кĕрешсе спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ. Çар служби хыççăн Канашри спорт шкулĕнче тренер пулса ĕçленĕ. 2009 çулта пурнăçран уйрăлнă.

Филипповсен телейлĕ çем- йинче яланах ача сасси илтĕ-нет. Ачисем ашшĕ-амăшĕн-чен уйрăм пурăнаççĕ пулин те çывăх çыннисем патне туслă йышпа килсе çÿреççĕ. Мĕн пур ĕçе пĕрле килĕштерсе пурнăçлаççĕ, çитĕнекен ăрăва ыррине вĕрентсе пыраççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *