Четверг, 13 августа, 2026
Главная > Публикации > Юман йывӑҫҫи хутшӑнать

Юман йывӑҫҫи хутшӑнать

Пирӗн ҫӗршывра йывӑҫшӑн сасӑлав пырать. Унта Чӑваш Енри йывӑс та хутшӑнать. Хальхинче – Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшри киремет йывӑҫҫи, юман.

Ҫак йывӑҫ 300 ҫулта. Вӑл иккӗмӗш Кӗтерне патша саманине астӑвать, ун чухне чӑвашсем мӗнле пурӑннине те курнӑ, туйнӑ. Сасӑлас тесен https://rosdrevo.ru/ сайта кӗмелле. Чӑваш Енри ватӑ юмана, киремет йывӑҫҫине, 73-мӗш номерпе шыраса тупма ҫӑмӑлрах.

Сасӑлама вӑхӑт нумай иртмест: электрон адрес кӑтартмалла та ун ҫине килнӗ кода ҫырмалла. Чӑваш Енри юманшӑн ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен сасӑлама май пур.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *