Среда, 19 августа, 2026
Главная > Публикации > 18 проект çĕнтернĕ

18 проект çĕнтернĕ

Чăваш Ен «Пĕлÿ» обществăн ашшĕ-амĕшĕн ушкăнĕсен пуçарăвĕсен конкурсĕн 3-мĕш сезонĕнче чи лайăх 5 регион шутне кĕнĕ. Республикăн 18 проекчĕ çĕнтернĕ, вĕсем пурĕ 15,8 млн ытла тенкĕ илĕç.

Проектсене çемье хаклăхĕсем, патриотла воспитани, пултарулăх, экологи, наука, спорт, ачасене пулăшасси шкулпа çемье хутшăнăвне çирĕплетесси çине тĕревленсе хатĕрленĕ.

– Шăпах çакнашкал пуçарусем пирĕн ачасем тавра çирĕп пĕрлĕх хатĕрлеме, Тăван çĕршыва юратакан, йăла-йĕркене упракан, малашлăха çирĕппĕн пăхакан ăрăва ÿстерме май параççĕ. Конкурсра çĕнтернĕ пур шкула, ача садне, вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисене саламлатăп! – палăртнă хăйĕн каналĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *