«Шаг к здоровью» проектӑн пӗрремӗш эрнинче 4 пин ытла ҫын хӑйсен сывлӑхне тимлӗх уйӑрнӑ.
Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарӑвӗпе пӗлтӗр 69 пин ҫын тӗрӗсленнӗ. Кӑҫал ҫак проекта анлӑлатнӑ. Унпа килӗшӳллӗн ача-пӑча тухтӑрӗ 31 хутчен ҫула тухӗ, аслисен сывлӑхне пӑхас тӗллевпе 23 хутчен халӑхпа тӗлпулу ирттерме палӑртнӑ.
Ҫуллахи вӑхӑтра тӗрлӗ ял-хулара 500 ытла сыв- лӑх пункчӗ ӗҫлӗ. Тухтӑрсем 73 пин ытла ҫынна йышӑнас тӗллевлӗ.

