Чӑваш Енре автоклубсем ялсем тӑрӑх концертпа ҫӳреҫҫӗ. Иртнӗ эрнере ҫеҫ 8 автоклуб 21 ялта пулнӑ. Республикӑн Культура министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, концертсене 3 пине яхӑн ҫын курнӑ.
Канаш тӑрӑхӗнче «Пинер» фольклор коллективӗ (ертӳҫи – Чӑваш Республикӑн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Никоноров) куракансене «Тӑван ялӑм, савнӑ ялӑм» программӑпа савӑнтарнӑ. Коллектив халӑх юррисене те, автор юррисене те шӑрантарнӑ. Вырӑсла та, чӑвашла та.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче автоклуб тӳрех сакӑр яла ҫитнӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче автоклуб виҫӗ ялта пулнӑ. Муркаш районӗнче Ильинка тӑрӑхӗнчи икӗ ялта концерт кӑтартнӑ. Ял ҫыннисем автоклубсене ӑшшӑн йышӑнаҫҫӗ.

