Понедельник, 17 августа, 2026
Главная > Публикации > Ветерансем Пулăç кунне паллă тунă

Ветерансем Пулăç кунне паллă тунă

Канаш тăрăхĕнчи ветерансем Пулăç кунне паллă тунă. Уяв валли вĕсем яланхиллех Энтрияль ялĕ çывăхĕнчи Кĕçĕн Çавалăн капăр тата илемлĕ çыранне суйласа илнĕ.

Палăртса хăвармалла, çак мероприяти Канаш енĕн пулăçисене çулсеренех йышлăн пуçтарать. Çынсем пулă тытма килсе çитнинчен ытларах пĕр-пĕринпе курнăçма, çĕнĕ хыпарсене сÿтсе явма тата лайăх-кăмăлшăн çула тухаççĕ.

Уявра ветерансем пулă шÿрпи пĕçерсе çинĕ. «Татмăш ен» фольклор ансамблĕн юррисене итлесе киленнĕ. Канаш ен пулăçисене уявпа «Каскад» суту-илÿ центрĕн ертÿçи Андрей Васильев саламланă, ырă йăла-йĕркене çирĕп тытса пынăшăн тав тунă.

Аслă ÿсĕмри хастарсем пушă вăхăта усăпа ирттерни тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыни — çитĕнекен ăрушăн лайăх тĕслĕх.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *