Четверг, 13 августа, 2026
Главная > Публикации > Йӗркене ҫирӗп пӑхӑнмалла

Йӗркене ҫирӗп пӑхӑнмалла

Республикӑра хальхи вӑхӑтра пушара хирӗҫле ятарлӑ режим вӑйра тӑрать, ҫавна май вӑрманта пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилине ҫирӗп пӑхӑнмалла. Йӗркене пӑхӑнмасан вара пысӑк штраф тӳлеме тивӗ.

Изъяр кӳлли патӗнче ҫамрӑксен пӗр ушкӑнӗ шашлӑк пӗҫерсе ҫинӗ. Пӑтӑрмах иртнӗ канмалли кунсенче пулса иртнӗ. Йӗркене пӑсакан ҫамрӑксене вӑрман ӗҫченӗсем асӑрханӑ та административлӑ протокол ҫырнӑ. Шашлӑк мангал ҫинче пӗҫерекеннисем тӑватӑ ҫамрӑк пулнӑ.

Йӗркене пӑхӑнманран вӗсен пысӑк штраф тӳлеме тивӗ. Унӑн виҫи 40 пин тенкӗрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *