Утă уйăхĕн 2-4-мĕшĕсенче Мускавра корэш енĕпе Тĕнче кубокĕ иртнĕ. Унтан Чăваш спортсменĕсем «ылтăн» тата «бронза» медальсемпе таврăннă.
Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче Чăваш Республикин икĕ спортсменĕ Ильшат Купкенов тата Булат Тумаков пулнă. Тĕнче шайĕнчи турнира хутшăнма вĕсем Раççей чемпионатĕнче мала тухсан тивĕçнĕ.
Хальхинче Ильшат Купкенов 60 кг виçе категорийĕнче Тĕнче кубокĕн çĕнтерӳçи пулса тăнă. Булат Тумаков вара (80 кг виçе категорийĕ) бронза медале тивĕçнĕ.

