Чăваш Енре салтак ăсатни çинчен фильм ӳкереççĕ.
Ӳкерӳ ĕçĕсем Етĕрне округĕнчи Тури Ачак ялĕнче этнографи комплексĕнче иртеççĕ. Çак фильм Раççей халăхĕсен этнокультура еткерлĕхне упраса хăварассипе ĕçлекен Пĕтĕм Раççей проекчĕн пайĕ пулса тăрĕ.
Проекта В.Д. Поленов ячĕллĕ Патшалăх Раççей халăх пултарулăхĕн çурчĕ йĕркеленĕ. Çакăн пек фильмсене ытти регионта та ӳкереççĕ. Картинăра салтака ăсатас мешехе çеç мар, халăх вăййисем те, арçын ачасене воспитани парас меслетсем те пулĕç. Хуçалăхри ĕçсене хăнăхтарассине уйрăмах тимлĕх уйăрĕç.

