Чӑваш Ен Кӑркӑстанпа ял хуҫалӑх тытӑмӗнчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетет.
«Чебомилк» агромаркет лапамӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов тата Кӑркӑстан Республикин шыв ресурсӗсен, ял хуҫалӑхӗн тата переработка тӑвакан промышленноҫӑн министрӗ Илич Марсбек уулу пӗрле ӗҫлесси пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ.
2 республика хушшинче суту-илӳ ӗҫӗ хӗрсех пырать. Хӑма-пӗрене, ҫӑнӑх-кӗрпе, пылак ҫимӗҫ Кӑркӑстана каять, пирӗн тӑрӑха вара электрооборудовани, ҫи-пуҫ кӳрсе килеҫҫӗ. Халӗ выльӑх ӗрчетессине мала хурӗҫ.
Ку тӗлпулу Хусанти форумра тунӑ килӗшӳсен малалли пулнӑ.

