Пятница, 11 сентября, 2026
Главная > Публикации > Ĕç ĕмĕрне культурăна халалланă

Ĕç ĕмĕрне культурăна халалланă

Тăван тăрăх аталанăвĕшĕн ырми-канми ĕçленĕ ентешсене тĕрлĕ паллă пулăмпа саламлассине пирĕн округра çирĕп тытса пыраççĕ.

Нумаях пулмасть Сиккасси салинче пурăнакан Николай Бабанов çакнашкал пысăк хисепе тивĕçнĕ.

Николай Михайловича 93 çул тултарнă ятпа КЦСОН уйрăмĕн ертÿçи Марина Сергеева, çывăх тăванĕсем тата вырăнти артистсем килне пырса саламланă. Сиккасси салин хисеплĕ çынинине вĕсем çирĕп сывлăх тата иксĕлми вăй-хал суннă.

Николай Бабанов хăйĕн ĕç ĕмĕрне культурăна халалланă пулнă. Чылай çул хушши Сиккасси салинчи культура çурт-не ертсе пынă. Унтах вырăнти ÿнерçĕ картинăсен галерейине йĕркеленĕ. Ÿнер тĕнчин вăрттăнлăхне уçнăранпа вăл çĕр ытла картина ÿкернине палăртать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *