Четверг, 13 августа, 2026
Главная > Публикации > Интернет урлă улталаннă

Интернет урлă улталаннă

Шупашкарта пурăнакан 39 çулти хĕрарăм интернет урлă «онлайн-пульт» уçласа 65 пин тенкĕсĕр юлнă.

Хĕрарăм хăйĕн телефонĕ çине техникăн ĕçне смартфон урлă йĕркелесе пыма май паракан программа вырнаçтарасшăн пулнă. Анчах та ăна телефон çине лартсанах унăн банк картти çинчен 65 пин тенкĕ çухалнă, программа сиенлĕ пулни палăрнă. Çакăн тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакансем асăрхаттараççĕ: тĕрлĕ хушăмсене официаллă магазинсем урлă çеç туянмалла, вăл е ку программăна телефон çине вырнаçтарнă чухне унăн условийĕсене тĕплĕн тишкермелле.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *